Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Хӗрлӗ Чутайра ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
aleftina 17.01.2012 09:18 | 1550 хут пӑхнӑ

Хӗрлӗ Чутай районӗнче тӳрех 3 социаллӑ объект тӑваҫҫӗ: район центрӗнчи шкул ҫумне хушма ҫурт, вӑй-хал культурипе спорт комплексӗ тата тӑлӑх ачасем валли 15 хваттерлӗ ҫурт. Хӗрлӗ Чутайри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӑн хушма ҫуртне «Ялӑн социаллӑ аталанӑвӗ» федераллӑ тӗллев программипе килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ. Халӗ кунта шалти ӗҫсем пыраҫҫӗ. Пӗрремӗш хутра ӗҫсем вӗҫленнӗ, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗшӗнче те тумалли нумаях юлман. Шыв тата ӑшӑ пӑрӑхӗсене хурса ҫитернӗ. Ҫавӑн пекех сакайӗнче ӑшӑ тытӑмне туса пӗтернӗ, вентиляции вырнаҫтарнӑ, пур ҫӗрте те пластик кантӑксем лартнӑ. Ҫурта 2012 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче хута яма палӑртаҫҫӗ. Унӑн лаптӑкӗ 1 408,5 тӑваткал метр. Вӑл 240 ача вӗренмелӗх пулать.

Вӑй-хал культурипе спорт комплексне вара кӑҫал ҫӗртмере, Республика кунӗ тӗлне уҫасшӑн. Халӗ ҫуртӑн тимӗр кӳлепине пуҫтарса пӗтернӗпе пӗрех. Нарӑс уйӑхӗн варринче кирпӗч хурса пӗтересшӗн. Ҫавӑн пекех кӗске вӑхӑтрах ҫурта хупламалла тата ӑшӑ хатӗрӗсене вырнаҫтармалла. Комплексра спорт пӳлӗмӗ, бассейн, аэробика залӗ тата ытти ятарлӑ пӳлӗмсем пулӗҫ. Спорт ҫуртне республика тата федераллӑ хысни укҫи-тенкипе тӑваҫҫӗ.

Хӗрлӗ Чутайӗнче ҫавӑн пекех тӑлӑх ачасем валли ҫурт тума пуҫланӑ. Вӑл 15 хваттерлӗ, 3 хутлӑ пулать. Паянхи кунта никӗсне хывнӑ тата стенасене хӑпартма пуҫланӑ. Ҫурта кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче хута ямалла.

#Херлӗ Чутай, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #спорт, #тӑлӑх ачасем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://cap.ru
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем