Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче темле хыпар та пӗлме пулать. Вӗсенче паян Шупашкар районӗпе ҫыхӑннӑ виҫӗ хыпара асӑрхама тӳр килчӗ.
Вӗсенчен пӗринче Кӑрмӑш ялӗ сӑнарланнӑ, теприсенче — район центрӗ, Кӳкеҫ.
Кӑрмӑш ялӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртсем те пур. Вӗсене «Новое село» (чӑв. Ҫӗнӗ ял) управляющи компани тытса тӑрать иккен. Анчах ҫӳп-ҫапа вӑхӑтра турттарса кайманнине пула контейнерсем тулса тӑкӑннӑ. Сӑн ӳкерчӗксен авторӗ — Александр Яичников ятлӑ ҫын.
Тепӗр хыпарта Кӳкеҫри тӑхӑр хутлӑ ҫӗнӗ ҫуртсенче пурӑнакансем аэфутбол выляма ачасем валли пӗчӗк уй тата волейбол лапамӗ хатӗрленине кӑтартнӑ. Ҫак ӗҫе вӗсем никама шанмасӑр хӑйсен пуҫарӑвӗпе тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах район центрӗнчи пӗр вырӑнта каснӑ йывӑҫ тураттисем сапаланса выртнине пӗлтернӗ.