Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш Элтепӗрне хамӑрах суйлӑпӑр-ши?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.01.2012 22:10 | 1336 хут пӑхнӑ
Раҫҫей Президенчӗ
Раҫҫей Президенчӗ

Раҫҫей Президенчӗ Дмитрий Медведев кӗпернаттарсемпе республика пуҫлӑхӗсене тӳрремӗн суйлас йӗркене тавӑрасси пирки калаҫу пуҫланӑччӗ. Хӑшӗ-пӗри ку сӑмаха Президент патшалӑхри политика лару-тӑрӑвӗпе килӗшменнисен кӑмӑлне ҫемҫетес тӗлӗшпе кӑна пуҫарнӑ пулӗ тесе шутларӗҫ, вӑл ҫак пуҫарӑва вӗҫне ҫитерме пултарасси пирки иккӗленекеннисем те пулчӗҫ.

Паян вара Кремль сайтӗнче улшӑнусем кӗртмелли документӑн текстне вырнаҫтарни пирки паллӑ пулчӗ. Ӑна ӗненес пулсан республикӑн е облаҫӗн пуҫлӑхне суйланма кандитата регистрациленнӗ парти те тӑратма пултарать, уйрӑм ҫыннӑн та тухма май пулӗ. Парти урлӑ хутшӑнаканӑн алӑ пуснисене пухас хуйхӑ пулмӗ, уйрӑм ҫын мӗн чухлӗ пухмаллине вырӑнти влаҫ хай палӑртӗ.

Патшалӑх Думине пӑхса тухма тӑратнӑ ҫӗнӗ саккунра республика е область пуҫлӑхне вырӑнтан хӑтарассин йӗркине те кӗртнӗ. Ку ӗҫе Раҫҫей президенчӗ вырӑнти пуҫлӑх саккуна пӑснӑшӑн, хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗ пурнӑҫламаншӑн е сӗрев илнӗшӗн тума пултарӗ. Вырӑнти халӑх референдум ирттерсе те пуҫлӑха ӑшӑтнӑ пукансӑр хӑварма пултарӗ.

Саккуна ҫуркунне вӗҫлениччен е утӑ уйӑхӗ вӗҫнеллерех йышӑнма пултарӗҫ тесе шутлаҫҫӗ. Вӑя вӑл пичетленнӗ хыҫҫӑн кӗрӗ. Кремльтисем Президент саккуна ҫу уйӑхӗнче алӑ пусса ҫирӗплетессе шанаҫҫӗ.

//хальхи майпа вырӑнти пуҫлӑха лартнӑскерсем вӑхӑчӗ тухичченех ӗҫлӗҫ.

#политика, #Раҫҫейре, #суйлав

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2012/01/16/filter/
 

Комментари:

Евгений Мадуров // 4124.82.7240
2012.01.18 20:55
Мĕнле чăваш шухăшласа тупнă "элтепĕр" сăмаха? "ЭЛТĔПЕР"!!! Хăвăрăн айванлăхăрпа капла та иксĕлсе пыракан тăванăмăрсен пуçĕсене ан çавăрăр, тархасшăн!!!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем