Ӗнер республикӑра вӑйлӑ ҫил алхаснӑ май йывӑҫсем ӳкни, пӳрт тӑррисене сӳни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Ӗнер каҫхи 6 сехет хыҫҫӑн Пӑрачкав районӗнче инкеклӗ лару-тӑру режимӗ пулнине палӑртнӑ.
Уйрӑмах Пӑрачкав ялӗ шар курнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев район комиссийӗн плана кӗртмен ларӑвне ирттернӗ. Унта муниципалитетра чрезвычайлӑ лару-тӑру режимӗ пулнине палӑртнӑ, ҫил «йӗр хӑварнӑ» пулӑмсене мӗнле пӗтермелли плана хатӗрленӗ. «Ҫил темиҫе минут кӑна алхаснӑ, ҫапах ку пысӑк тӑкак кӳнӗ. Ӑҫта мӗн сӑтӑр кӳнине хальлӗхе палӑртаҫҫӗ, тӑкака шутлаҫҫӗ», — ҫырнӑ район администрацийӗн сайтӗнче.
МЧС пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӑрачкав районӗнче нумай хваттерлӗ тӑватӑ ҫурт тӑрри, харпӑр 15 ҫурт ҫивитти сиенленнӗ. Асӑрхануллӑ пулӑр: ҫил паян та лӑпланман-ха.