Паян, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, ҫуркуннен юлашки кунӗнче, республикӑра юр ҫунӑ. Вӑл нумай вӑхӑт ҫуман-ха, ҫапах ҫынсем сӑн, видео ӳкерсе тӗнче тетелне кӑларса хунӑ.
Шупашкарта тӗллӗн-тӗллӗн юр ӳкнӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта пӑр та ҫунӑ. Синоптиксем ҫитес вӑхӑтра та юр ҫума пултарасси пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-2-мӗшӗсенче ҫӗр 2-5 градус таран шӑнӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ.
Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче республикӑра вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Асар-писер ҫанталӑк икӗ ҫынна шар кӑтартнӑ, вӗсем суранланнӑ. Ҫил шкул, ҫурт тӑррисене сӳнӗ.