Тухтӑрсем диспансеризаци тухмалли пирки асӑрхаттарсах тӑраҫҫӗ. Анчах ӗҫлекен ҫыннӑн сывлӑхне епле тӗрӗслемелле? Канмалли кунсенче пульницӑсем те хупӑ-ҫке. Ытти чухне ӗҫрен ыйтса кайма йывӑртарах.
РФ Патшалӑх Думинче саккун проектне пӑхса тухма палӑртнӑ. Унпа килӗшӳллӗн, ҫынсене диспансеризаци тухмашкӑн канмалли кун памалла. Проекта ҫӗртмен 14-мӗшӗнче пӑхса тухӗҫ.
Ӑна ырласа йышӑнсан ӗҫлекен ҫын кашни виҫӗ ҫулта тӳлевлӗ пӗр кун диспансеризаци тухмашкӑн илме пултарӗ. Анчах куна урӑх тӗллевпе усӑ курма юрамасть.
Аса илтерер: диспансеризацие 2013 ҫулта йӗркеленӗ. Ӑна 18 ҫултан аслӑрах, ӗҫлекен тата ӗҫсӗр ҫынсен тухма ирӗк пур.