Чӑваш Енре ҫуралнӑ Владимир Антипов 28 ҫул тултармаллаччӗ. Вӑл ҫуралнӑ кунӗччен пӗр кун ҫеҫ пурӑнайман. Шел те, ҫамрӑк арҫыннӑн пурнӑҫӗ Сирире татӑлнӑ.
Владимир Антипов сержант Хомс провинцийӗнчи перкелешӳре пуҫ хунӑ. Вӑл йывӑр сурансене чӑтаймасӑр сывлама пӑрахнӑ. Халӑх тетелӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Антипов сержант хулана «зачистка» тунӑ чухне боевиксем ҫывхарнине асӑрханӑ, вӗсене пеме тытӑннӑ. Ушкӑн командирне ванчӑк лекнӗ, Владимир ӑна ҫапӑҫуран йӑтса тухнӑ, кайран каллех таврӑннӑ. 4 сехете пынӑ ҫапӑҫура салтаксен патронсем, ҫар припасӗсем пӗтнӗ, вара Антипов сержант ушкӑна хӑрушсӑр вырӑна янӑ, хӑй вара хӳтӗлеме юлнӑ. Вӑл нумай суранланнӑ, сывлама пӑрахнӑ. Вилнӗ хыҫҫӑн ӑна патшалӑх наградине пама тӑратнӑ.
Владимир Антипов 1990 ҫулта Канашра ҫуралнӑ, унтан унӑн ашшӗ-амӑшӗ Шупашкара куҫса килнӗ. «Ҫыхӑнура» форумра ҫынсем ҫырнӑ тӑрӑх, унӑн арӑмӗ тата икӗ ачи юлнӑ.