Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Шупашкарти савни сывпуллашать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 15.06.2018 19:37 | 1660 хут пӑхнӑ
Культура

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ куракана «Шупашкарти савни сывпуллашать» камит премьерине пухрӗ. Вӑл — «Шупашкарти савни» спектакль ярӑмӗн юлашки серийӗ. Аса илтерер, 2016 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче театрта «Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен» камит лартрӗҫ. Пьеса авторӗ — Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Сидоров.

Спектакльти тӗп сӑнарсене унчченхи артистсемех калӑплаҫҫӗ. Натали ролӗнче — чӑваш халӑх артистки Полина Чамжаева, унӑн упӑшки Йӑкӑнат — чӑваш халӑх артисчӗ Александр Степанов, Ҫтаппан — чӑвах халӑх, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ Василий Павлов, унӑн арӑмӗ Лисук — чӑваш халӑх артистки Светлана Савельева.

Спектакле Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Вячеслав Оринов лартнӑ.

#культура, #театрсем, #спектакльсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Станислав Убасси // 1940.38.5810
2018.06.16 21:47
Вячеслав! Юлташӑм!

Каҫар эс мана, ку япала - Васильев шайӗнче туни (ялти халӑх валли, ан тив - кассӑллӑ та пулма пултарать...).

Эпӗ санӑн малтахи 2-3 спектакль рецензиленӗччӗ. Классикӑллӑ пулӑмсем пулнӑ вӗсем!!! Яковлев спектакӗлесемпе танлаштарсан - самаях ҫӳллӗрех пулнӑ.

Сидоров сценарийӗ - катӑк та вӑйсӑр. Сӑнарлӑхӗ - "аптриш" шайӗнче.

ЛУБОК текеннине туртса кӑларасшӑн пулнине сисетӗп ("ЛЮБОВЬ И ГОЛУБИ" майлӑ - анчах та пулмарӗ).

Тен, "ПРО ГОРОД" валли анлӑрах ҫырса кӑтартӑп.

Станислав Убасси



Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем