Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче 5 ҫулти хӗрача путса вилнӗ. Пӗчӗкскер пахчара чавса тунӑ пӗвере, 1,5 тарӑнӑшскерте, путнӑ.
Ӗнер каҫхине Ҫӗрпӳ районӗнче те инкек пулнӑ. Унта та ача шыв айне кайнӑ. 6 ҫулти арҫын ача Ункӑ юханшывӗнче путса вилнӗ. Икӗ тӗслӗхре те шӑпӑрлансем аслисемсӗр пулнӑ.
Палӑртмалла: ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра 3 ача путнӑ. Унччен, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта 8 ҫулти арҫын ача Атӑлта путнӑ. Шӑпӑрлан шыва кӗме юраман вырӑнта чӑмпӑлтатнӑ. Ҫывӑхра аслисем пулман.
Халӗ ҫӳлерех асаннӑ икӗ тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Ку криминалпа ҫыхӑнманни паллӑ.