Чӑваш Енре ҫак канмалли кунсенче Пӗтӗм тутарсен XVIII Сабантуйӗ иртӗ. Ӑна халалласа паян пирӗн республикӑн тӗп хулинче Тутарстанри ӳнер ӑстисен концерчӗ пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха.
Сабантуй программи пуян пулмалла. Ыран Хӗрлӗ тӳремре тата Амӑшӗн монуменчӗ ҫывӑхӗнче тутар «ялӗ» вырнаҫӗ, ал ӗҫ ӑстисем курава йыхравлӗҫ, халӑха тутарсен юрӑ-ташши те илӗртӗ.
Кӑҫалхи спорт ӑмӑртӑвӗ вӑхӑтӗнчи кӗрешӗвӗн ҫӗнтерӳҫи Тутарстан Элтеперӗн Рустам Миннихановӑн парнине — ҫӑмӑл автомашинӑна — тивӗҫӗ.
Сӑмах май, Сабантуя Раҫҫейри 50 ытла регионта, чикӗ леш енчи 30 патшалӑхра палӑртаҫҫӗ. Ӑна ҫӗршыв шайӗнче те йӗркелеме тытӑнчӗҫ: маларах Чулхулана тата Аҫтӑрхана пухӑннӑ.