Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑваш профессорне тата артистне пособи парса тӑрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 18.07.2018 06:43 | 1800 хут пӑхнӑ
Культура
Николай тата Нина Григорьевсем
Николай тата Нина Григорьевсем

РСФСР халӑх артистне, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн актер ӑсталӑхӗпе режиссура кафедрин профессорне Николай Григорьева уйӑхсерен ӗмӗрлӗх пособи парса тӑрӗҫ. Ҫапла хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Кун пек пособие культурӑра тата ӑслӑлӑхра Чӑваш Ен умӗнче тата тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тунӑ маттурсем тивӗҫеҫҫӗ. Укҫана «Культурӑна тата туризма аталантарасси» патшалӑх программипе уйӑраҫҫӗ.

Николай Григорьев 1939 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче ҫуралнӑ. 40 ҫул Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ. Унӑн мӑшӑрӗ Нина Григорьева та Ҫӗрпӳ районӗнчен. Нина Григорьева паян та Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет, куракансене хӑйӗн ӗнентерӳллӗ ролӗсемпе тыткӑнлать.

#Ҫӗрпӳ районӗ, #театрсем, #культура, #чыславсем, #ӳнер, #культура институчӗ, #Ҫӗньял, #академи драма театрӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем