Шупашкарти «Хамӑр ял» кафе икӗ у йӑх ӗҫлемӗ. Унта санитарипе эпидемиологи саккунӗсенчи йӗркене пӑхӑнман, ҫавна май суд приставӗсем унӑн алӑкне пичет ҫапса питӗрнӗ.
Ленин районӗн прокуратури кафене ака у йӑхӗнче тӗрӗсленӗ. Апатланмӑшра апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ чухне йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Кафере икӗ ывӑс кӑна пулнӑ, вӗсене те пулин ванна ҫинче упранӑ. Хӑнасене нумай хут усӑ курмалли чашӑк-тирӗкпе ҫитернӗ, анчах вӗсене лайӑх ҫумашкӑн условисем пулман. Ҫурмафабрикатсен, апат-ҫимӗҫӗн тата кулинари изделийӗсен пахалӑхне тивӗҫлипе хакламан.
Аш-какайӑн ветеринари докуменчӗсем те пулман. Ҫитменнине, кафере юсав тумалла: линолеум ҫӗтӗк, туалетри стенасем хура.
Agabazar // 4108.11.4733
2018.07.20 05:44 | |
Такама кафен чăвашла ячĕ килешмен пулмалла. | |
Agabazar // 4108.11.4733
2018.07.20 05:44 | |
Такама кафен чăвашла ячĕ килешмен пулмалла. |