Шупашкарти ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем апат-ҫимӗҫ янтӑлас ӑсталӑхне аталантарӗҫ. Вӗсем регионсен хушшинче иртекен «Хӑнасене хапӑл Чӑваш Ен» кулинари искусствин фестивальне хутшӑнӗҫ. Ӑна Шупашкарта утӑ уйӑхӗн 26-27-мӗшӗсенче йӗркелӗҫ. Кулинари уявӗн официаллӑ пайӗ утӑн 27-мӗшӗнче 14 сехетре Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче уҫӑлӗ.
Конкурса 20 шӑпӑрлан хутшӑнӗ. Вӗсемпе пӗрле педагогсем, республикӑри кулинари искусствин ӑстисем пулӗҫ. Пурте пӗрле 43-44 метр тӑршшӗ бутерброд хатӗрлеҫ. Ӑшӗнче джем тата ҫырласем пулӗҫ.
Бутербродпа кайран пурне те сӑйлӗҫ. Ӑна тутанса курас килсен фестивале ҫитме ан ӳркенӗр.