Иртнӗ уйӑхра Иркутск облаҫӗнчи «Байкал-Трек» кану базинче «Этноподиум на Байкале» (чӑв. Байкал ҫинчи этноподиум) пӗтӗм тӗнчери фестиваль иртнӗ. Юбилейлӑ, вуннӑмӗш, мероприятие чӑвашсем те хутшӑннӑ. Асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗ йыхравланипе ҫавӑнта художество промыслисен «Паха тӗрӗ» фирми ҫитнӗ. Унччен вӑл ҫав фестивале хутшӑнса курман.
Фестивале Раҫҫейри, Казахстанри, Кӑркӑстанри тата Монголинчи 150 ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем — паллӑ та ятлӑ-сумлӑ дизайнерсем, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем, ӳнерҫӗсем. «Этноподиумӑн» эксперт канашӗн ертӳҫи пулма мода историкне, Мускаври Лидия Соколова-Сербскаяна ҫирӗплетнӗ.
«Паха тӗрӗ» фирмӑн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Маргарита Павлова «Времен связующая нить» (чӑв. Вӑхӑта ҫыхӑнтаракан ҫип) конференцире чӑваш тӗррине упраса хӑварас енпе ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
«Этностиль в современном костюме» (чӑв. Хальхи тумтирти этностиль) номинацире «Паха тӗрӗ» фирма I степеньлӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ.