Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Никита Тӗнче пӗчӗк хӗрӗпе Аяпа Африкӑна та ҫитесшӗн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 02.08.2018 13:55 | 1674 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Аяран уҫӑ сывлӑшра лайӑх ҫывӑрать
Аяран уҫӑ сывлӑшра лайӑх ҫывӑрать

Чӑваш велоҫулҫӳревҫин Никита Тӗнчен Ая (тулли ячӗ: Аяран) ятлӑ хӗр ҫурални пирки хыпарланӑччӗ. Никитӑпа мӑшӑрӗ Анастасия пӗчӗкскерпе похода кайса килнӗ. Палӑртмалла: Аяран 1 уйӑхра кӑна-ха.

Вӗсем утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче похода кайнӑ, Атӑл леш енче — Йӑлӑмра — каннӑ. Велосипедпа ҫула тухайман, ача-пӑча велоприцепӗ пулман-мӗн. Ҫавна май унта вӗсем трамвайчикпа ҫитнӗ.

Мӑшӑр тата Ая Уйӑх хупланнине сӑнанӑ. Никита хӗрӗ Аяран уҫӑ сывлӑшра лайӑх ҫывӑрни пирки каласа панӑ. Каялла Шупашкара вӗсем утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче таврӑннӑ.

Никита ку кӗркунне Настьӑпа тата Аяранпа Европӑна ҫула тухасшӑн. Маршрут хатӗрлесси тата ача-пӑча велоприцепӗ илесси ҫеҫ юлать. «Малашне – кам пӗлет? Тен, Африкӑна е урӑх континента кайӑпӑр. Эпир пӗр чарӑнмасӑр кайма хатӗр», — ҫырнӑ Никита.

#Йӑлӑм, #Шупашкар, #ҫулҫӳревсем, #велосипедсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/51532
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Анатоль // 5894.0.0583
2019.04.10 02:19
Никита Африкӑна кайма кирлӗ мар. Унта хӑрушӑ тискер чӗрчунсем ҫисе яраҫҫӗ сире. Вӗсем валли апат пулма кирлех мар. Ҫынсем нумайрах пурӑнакан вырӑнсене ҫӳрӗр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем