Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Шкулсемпе ача пахчисене 200-шер пин тенкӗ парӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 03.08.2018 15:43 | 2041 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗн 2018 ҫулшӑн паракан грантне кӑҫал вӗренӳ тытӑмӗнчи 20 учреждени тивӗҫӗ. Вӗсен йышӗнче, шкулсем, ача пахчисем, техникумсем тата ача-пӑча пултарулӑх центрӗсем пур. Кун пирки «МК Чебоксары» хаҫат сайчӗ хыпарлать.

Учрежденисене пултарулӑха аталантарма тата ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме 200-шер пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Телейлисен йышне Ҫӗмӗрлери сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшак ачасен интернат шкулӗ, 1-мӗш ача пахчи, ача-пӑча пултарулӑх центрӗ, Шупашкарти машина тӑвакансен техникумӗ, транспортпа строительство технологийӗсен техникумӗ, 5-мӗш гимнази, 59-мӗш, 61-мӗш шкулсем, 113-мӗш, 180-мӗш ача пахчисем, «Эткер» центр, Вӑрнарти 7-мӗш ача пахчи, Патӑрьелти «Юмах» ача пахчи, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл шкулӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх аталанӑвӗн центрӗ, 9-мӗш шкул, Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав шкулӗ, Етӗрнери 1-мӗш гимнази тата Етӗрне районӗнчи Тури Ачакри А.П. Айдак ячӗллӗ шкул кӗнӗ.

#Патӑрьел, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Шупашкар, #грантсем, #ача пахчисем, #шкулсем, #вӗренӳ, #Етӗрне, #Етӗрне районӗ, #Ҫӗмӗрле

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем