«Тӑван чӗлхене лайӑх пӗлни тепӗр чӗлхене вӗренме, унӑн уйрӑмлӑхӗсене тӗплӗнрех ӑнланма, ҫавна май ытларах пӗлӳ туянма пулӑшать» — тенӗ М.Я. Сироткин.
Ҫак сӑмахсене тӗпе хурса, нарӑсӑн 2-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Салапайкасси шкулӗнче вӗренекенсем Раҫҫей шайӗнче ирттерекен черетлӗ «Чӗвӗлти чӗкеҫ — 2012» ӑмӑртӑва хутшӑнма шут тытрӗҫ. Унта пурӗ 2-8 классенчи 42 ача тупӑшрӗ. Вӗсем хӑйсене чи ҫепӗҫҫи, чи хастарри, чи сӑпаййи, тӑван чӗлхепе тӑван халӑх культурине чи тарӑн пӗлекенни ята илессипе ӑмӑртрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне илес тесе вӗсен 1 сехет те 15 минут хушшинче 30 ыйту ҫине хурав памалла пулчӗ. Ку ӗҫ пултаруллӑ та тимлӗ пулма хистерӗ вӗсене. Мӗн чухлӗ кивелнӗ, халиччен илтмен сӑмахсемпе паллашрӗҫ унта ачасем! Хӑшӗсене пӗлеймерӗҫ те пулас, ӑмӑрту хыҫҫӑн тӳрех шкул вулавӑшне ҫул тытрӗҫ. Лайӑхрахах пӗлесшӗн иккен тӑван чӗлхене салапайсем!
Шансах тӑратпӑр, тӑрӑшуллисем ҫӗнтереҫҫех!