Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсене дизель топливи туянма Мускавран укҫа уйӑрӗҫ. Пирӗн республикӑри хуҫалӑхсене 36,2 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Субсиди парасси ҫинчен калакан хушӑва Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ.
Дизель топливи туяннишӗн субсиди валли нухрата Раҫҫейӗн резерв фондӗнчен уйӑрма палӑртнӑ. Ҫак тӗллевпе хыснаран 5 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫав шутран 36,2 млн тенки Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсене лекӗ. Федерацин Атӑлҫи регионӗсенчен Ӗренпур облаҫне 237,8 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ, Мари Эл республикине — 27,7 миллион тенкӗ. Федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсене пӗтӗмпе 1,38 миллиард тенкӗ тивӗҫӗ. Укҫа регионсенчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем тӑрӑх пайланӗ.