Оппозици шутланакан парти пайташӗсене Етӗрнере те пухӑва кӗртмен. Районӑн кӑҫалхи ҫур ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетекен пуху эрнекун хулари 3-мӗш вӑтам шкулӑн акт залӗнче иртнӗ. Унта пухӑниччен Михаил Игнатьев Элтепер вӗренӳ учрежденийӗпе паллашнӑ. Пуҫламӑш класа ҫӳрекен ачасем икӗ сменӑпа вӗренеҫҫӗ иккен. Анчах килес ҫул хулара пуҫламӑш шкул хута яма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Пӗтӗмлетӳллӗ пухӑва либерал-демократсен партийӗн пайташне Ольга Угабаевӑна кӗртмен. Унта лекессишӗн вӑл малтанах ҫырӑнма пӑхнӑ, анчах район администрацийӗн пуҫлӑхӗ канашлӑва предприятисемпе организацисен пуҫлӑхӗсене ҫеҫ чӗннине, Ольга Угабаева валли вырӑн ҫуккине пӗлтернӗ-мӗн. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Владимир Офаринова та пухӑва хутшӑнма ирӗк паман.
Маларах эпир Сергей Семенов депутата Ҫӗнӗ Шупашкарти пухӑва кӗртменнине пӗлтернӗччӗ.