Етӗрне районӗнчи уйлӑхра пӗлтӗр ҫул ҫитмен хӗрачана пусмӑрланӑ тесе кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче тӗпчев пуҫарнӑ. Калаҫтаракан ҫак пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле тӗпчеме пирӗн республикӑна Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Игорь Комиссаров килнӗ. Мускавран ҫитекен пакунлӑ ҫав ҫын пуҫиле ӗҫе тӗпчекенсемпе тата шар курнӑ хӗрачан ашшӗ-амӑшӗпе курса калаҫӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ ӗнер пӗлтернӗ. Хамӑр регионти тӗпчевҫӗсен ӗҫне те вӑл хак памалла.
Паян пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Тӗрлӗ экспертиза ирттернӗ май ҫак ӗҫе В.П. Сербский ячӗллӗ психиатрипе наркологин нацин медицинӑпа тӗпчев институчӗн специалисчӗсене те явӑҫтарӗҫ. Ура ҫине РФ Сывлӑх сыхлав министерствин ертӳҫисем таранах тӑнӑ. Ачана Мускаври сиплев учрежденийӗсенче психологи тата кирлӗ ытти медицина пулӑшӑвне кӳмелле.