Темиҫе кун каялла Тӑвай районӗнче арҫын ҫухалнӑ. Ҫав кунах унӑн япалисене пӗве хӗрринче тупнӑ.
Арҫын путса вилни каярахпа ҫирӗпленнӗ. Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 10 сехет те 25 минутра Мучар ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере унӑн вилли ишсе тухнӑ. Ӑна ҫынсем ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Вӑл, ҫул-йӗр ӗҫченӗ, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Вырӑнти ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫыннӑн кӗҫех ҫуралнӑ кунӗ ҫитмелле пулнӑ. Вӑл 35 ҫул тултариччен темиҫе кун ҫеҫ пурӑнса ҫитереймен.
РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ.