Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пӑхатӑп ӗмӗрсен тӗпне

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.02.2012 22:11 | 1821 хут пӑхнӑ

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулавӑшӗнче «Смотрю я в глубину времени» (чӑв. «Пӑхатӑп ӗмӗрсен тӗпне») ятпа Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Шкул ачисем, вӗрентекенсем, ЧПУ преподавателӗсем пухӑнчӗҫ. Ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсем те килнӗччӗ — Порфирий Афанасьев, Светлана Асамат, Юрий Сементер. Пултарулӑх каҫне поэт мӑшӑрӗ, чӑваш халӑх артистки Вера Кузьмина та пынӑччӗ. Петӗр Хусанкайӑн сӑввисем ун сассипе чӑн та питӗ вӑйлӑ янрарӗҫ, пухӑннисем артисткӑна алӑ ҫупса тав турӗҫ.

Чи малтанах вӗрентекенсем сӑмах илчӗҫ. Шкулта ачасене чӑваш чӗлхине ӑса хывакансем Петр Хусанкай пултарулӑхӗпе тунӑ тӗпчевсемпе тата ӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ. Ҫав шутра «Таня» поэмӑна тӗпе хурса хатӗрленӗ сценарий те питӗ кӑсӑклӑччӗ. Пултарулӑх каҫне пынӑ хаклӑ хӑнасем сӑвӑҫпа ҫыхӑннӑ самантсем пирки каласа пачӗҫ, хӑйсен хӑш-пӗр хайлавӗсемпе паллаштарчӗҫ. Мероприятие ҫак вулавӑш ӗҫченӗ Алина Сосаева ертсе пычӗ — вӑл та Петер Хусанкайпа ҫыхӑннӑ самантсем ҫинче чылай чарӑнса тӑчӗ.

Шкул ачисем те сахал марччӗ — чылайӑшӗ Петӗр Хусанкайӑн сӑввисене пӑхмасӑр каласа пачӗҫ. Пултарулӑх каҫне пуҫтарӑннӑ ачасен маттурлӑхне кура чӑнах та «Пӑхатӑп ӗмӗрсен тӗпне...» сӑввӑн шухӑшӗпе килӗшес килчӗ — «Эпир пулмах, пулмах ҫуралнӑ!»

 

Сӑнсем (46)

#Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗ, #пултарулӑх каҫӑсем, #вулавӑшсем, #Петӗр Хусанкай

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем