Сыхланакана Турӑ сыхлать теҫҫӗ. Шупашкарти пляжсенче шыва кӗрекен, анчах тахӑш самантра путас патне ҫитнӗ ҫынсене ҫӳлти хӑват кӑна мар, ҫӑлавҫӑсем те пулӑшнӑ. Виҫӗ ҫын тимлӗхне пула, вӗсем ӗҫе тимлӗ пурнӑҫланипе ҫирӗм ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Вӗсене Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ӗнер ирпе ирттернӗ канашлура чысланӑ.
Тав хучӗсене Максим Нуржанов (вӑл 9 ҫынна ҫӑлнӑ, ҫав шутра 6-шӗ — ачасем), Михаил Катмичев (7 ҫынна пулӑшнӑ, ҫав шутра 5 ача) тата Овсеп Тиранян (4 ачана шывран туртса кӑларнӑ) тивӗҫнӗ. Шупашкарта ятарласа уҫнӑ пляжсенче шӑпах ҫакӑн пек чӗрӗ те вӑр-вар ҫӑлавҫӑсем ӗҫленӗ вӑхӑтра инкексене сирейнӗ. Маттурсене Алексей Ладыков тав тунӑ, хастарсен тӑрӑшулӑхӗ ҫынсен ҫемйисене куҫҫуль илсе килесрен асӑрханине палӑртса хӑварнӑ.