Шупашкарти «Садовӑй» микрорайона Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара хутлакан 232-мӗш номерлӗ автобуса ҫӳретме тытӑннӑ. 60 ҫын вырнаҫаканскер асӑннӑ тӑрӑхӑн транспорт ыйтӑвне кӑштах та пулин тататех-тӗр. Пӗр автобуспа теприн хушши 15 минутпа танлашмалла. Вӑл ирхи пиллӗкрен пуҫласа 20 сехетчен хутлӗ. Апла пулсан ӗҫ умӗнхи тата ӗҫ хыҫҫӑн халӑх йышлӑ вӑхӑтра ҫынсем чарӑнура чыхӑнса нушаланмалла мар.
Автобусӑн маршручӗ ҫапларах: Улма-ҫырла (Садовӑй) тӑкӑрлӑкӗ – Фучик урамӗ – Колхоз пасарӗ – «Мир Луксор» кинотеатр – Суту-илӳ ҫурчӗ – Мега Молл – Энергозапчасть, унтан Ҫӗнӗ Шупашкара Совет урамӗпе кайӗ, «Сокол» чарӑнӑва ҫитӗ.
Чӑваш Енӗн Транспорт министерствинче ку маршрут вӑхӑтлӑх тесе пӗлтереҫҫӗ — раштавӑн 1-мӗшӗнчен хулара транспорт реформи пулмалла.