Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнче Чӑваш телевиденийӗ хӑнара пулчӗ. Алена Алексеева ҫыравҫӑпа ӳкеревҫӗ Александр Яковлев Якуртушкӑнь тата Юманай ялӗсене ҫитсе курчӗҫ.
Пӗрремӗш тӗлпулу Якуртушкӑнти вӑтам шкулта иртрӗ. Кунта Ҫӗмӗрле тӑрӑхри чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хӑйсен черетлӗ ларӑвне пуҫтарӑннӑ пулнӑ. Албутова Н.М. вӗрентекенӗн ачисем хӑйсен хайлавӗсемпе сӑввисене вуланӑ, чӑваш кӗпи илемне чӑваш ташшинче кӑтартнӑ. Унтан хӑнасем умӗнче юрӑпа ташӑ халӑх ушкӑнӗ «Шанчӑк» хайӗн пултарулӑхӗпе киллентернӗ. Сӑмах май, «Шанчӑка» Л. Григорьева темиҫе ҫул ӗнтӗ ертсе пырать. Якуртушкӑнь тӑрӑхӗнче тӑван чӗлхепе юррӑ-ташӑ кашни килтех, ӗҫре те ӗҫкӗре те.
Тепӗр тӗлпулу Юманай ялӗнчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Архипов Севастьян Михайловичпа пулчӗ. Севастьян Михайлович Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнче паллӑ ҫын, ӗмӗрне ял ачисене ӑс парас ӗҫре ирттернӗ. Ҫартан таврӑнсан вырӑс чӗлхи, истори тата географи вӗрентнӗ, юлашки вунӑ ҫулне шкул ертӳҫинче тӑрмашнӑ.
«Чӑваш телевидени ӑстисем Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче курни-илтни ҫинчен ҫитес куравсенче курма пултарӑпӑр», — тесе шанаҫҫӗ Якуртушкӑньпе Юманай ҫыннисем.