«Ҫӗнӗ хула» микрорайонта шкул хута яма палӑртнӑ. Тӗплӗ юсав управленийӗ патшалӑх закупкисен сайтӗнче аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.
Ахӑртнех, ҫӗнӗ пӗлӳ ҫурчӗ Шупашкарти шкулсен йышӗнче чи пысӑкки пулӗ. Унта 1600 ача ҫӳрӗ. Ҫурт виҫӗ хутлӑ пулӗ, тӑватӑ блокран тӑрӗ. Пӗрремӗш блок – пуҫламӑш классен, унта уйрӑм алӑкран кӗрӗҫ. Иккӗмӗш блокра вӑтам тата аслӑ классем вӗренӗҫ, апатлану блокӗ, акт залӗ вырнаҫӗҫ. Виҫҫӗмӗш блокра музей, архив тата скульптура мастерскойӗ пулӗҫ. Тӑваттӑмӗш блокра спортзал, пӗчӗк тата пысӑк бассейнсем, хывса тӑхӑнмалли пӳлӗм, душевой тата туалет, гимнастика залӗ вырнаҫӗҫ.
Заявкӑсене юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗччен йышӑнӗҫ, аукцион юпан 12-мӗшӗнче иртӗ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 878 910 840 тенкӗ. Шкула 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтересшӗн.