Шупашкарти Мускав кӗперне юсаса ҫӗнетесси малалла пырать. Объекта икӗ тапхӑрпа юсаса ҫӗнетме йышӑннӑччӗ. Пӗлтӗр Республика кунӗнче ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑччӗ. Анчах вӑйлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче асфальт ҫав кунах вырӑнтан хускалнӑччӗ. Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов Фейсбукра ун чух ӑнлантарнӑ тӑрӑх, асфальта малтанхи кун ҫеҫ хурса пӗтернӗ. Ҫӗнӗскер хытса ӗлкӗреймен, киввипе ҫӗннине сыпӑнтарнӑ ҫӗрте асфальт хускалнӑ. Ӑна ҫийӗнчех юсанӑ.
Кӗпере юсаса ҫӗнетес иккӗмӗш тапхӑр кӗҫех вӗҫленмелле. Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкарти объектсенче пулнӑ, кӗпер юсакансен ӗҫӗпе те вӑл паллашнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, объекта чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче хута ярасшӑн.