Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш таврапӗлӳҫисен Х съездчӗ пулать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
aleftina 18.02.2012 23:08 | 1673 хут пӑхнӑ

Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнчи «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче Чӑваш таврапӗлӳҫӗ пӗрлӗхӗн канашӗн ларӑвӗ иртрӗ. Кун йӗркипе килӗшӳллӗн унта темиҫе ыйту сӳтсе яврӗҫ: чӑваш таврапӗлӳҫисен Х съездне 2012 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗнче ирттересси; пухӑва хатӗрленмелли ӗҫсене палӑртасси; тӑван тавралӑх ҫинчен чи лайӑх кӗнекесене конкурса тӑратасси.

Чӑваш таврапӗлӳҫисен союзӗн хисеплӗ ертӳҫи, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн вӗрентекенӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ В.П. Станьял районсенче иртекен таврапӗлӳҫӗсен конференцийӗсенче ял, район тата хула шкулӗсенчен, Пултарулӑх ҫурчӗсенчен, музейсенчен, клубсенчен, вулавӑшсенчен съезда килме делегатсем суйлама сӗнчӗ. Ларура Чӑваш Енӗн ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн Президиумӗн членӗ С.Г. Отрыванов тухса калаҫрӗ. Вӑл таврапӗлӳ ӗҫӗнчи йӑласене сыхласа хӑварас енӗпе халӑх академикӗсемпе таврапӗлӳҫӗсен пӗрле ӗҫлемелли ҫинчен каларӗ. Наци вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеки» центрӗн ертӳҫи Г.П. Соловьева тӑван тавралӑх ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесен конкурсне хутшӑнма таратнӑ кӑларӑмсемпе паллаштарчӗ.

Чӑваш таврапӗлӳҫисен пухӑвӗ пушӑн 23-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗнче пулать. 11 сехетре пуҫланать. Унта тӑван енӗн иртни, паянхи тата пуласлӑхӗ кама пурпӗрех мар, ҫавсене пурне те йыхравлаҫҫӗ.

#Чӑваш наци вулавӑшӗ, #пухусем, #вулавӑшсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://gov.cap.ru/main.asp?govid=12
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем