Пирӗн ялта (Шӑмаршӑ районӗнчи Мишер Палтиелӗнче) ҫамрӑксем сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыччӗр тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Ял варринче, сӑмахран, каток туса хучӗҫ. Унта каҫ пуличчен ачасен сасси шӑпланмасть. Тата кашни ҫул ял поселенийӗпе Еремеев Вячеслав Петрович волейбол турнирӗ ирттереҫҫӗ. Районти нумай ялтан ҫамрӑксем вӑй виҫме пуҫтарӑнаҫҫӗ пирӗн пата.
Кӑҫал та ҫамрӑксем нумайӑн килчӗҫ. Куракан та сахал марччӗ шкул спортзалӗнче. Хӗрӳ кӗрешӳре Васан-1 командӑна ҫӗнекенни пулмарӗ. Хутшӑнакан ушкӑнсене Еремеев В.П. укҫа парса числарӗ, тепӗр ҫул та тӗл пуласса шантарчӗ.
Каҫ пулсан ҫеҫ ҫамрӑксем тулли кӑмӑлпа килӗсене саланчӗҫ.