Паян Атнер Хусанкай филолог, литература критикӗ, публицист 70 ҫул тултарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Хисеплӗ ҫынна хисеп туса Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн Геннадий Айхи залӗнче «Геннадий Айги тата Атнер Хузангай» пӗчӗк курав уҫӑлнӑ.
Вулавӑшра пӗлтернӗ тӑрӑх, Атнер Петровичпа Чӑваш халӑх поэчӗ Геннадий Айхи питӗ туслӑ пулнӑ. Вӗсене чӑваш чӗлхине, чӑваш, вырӑс, тӗнче поэзийӗпе культурине юратни питех те ҫывӑхлатнӑ. Ӑслӑ-тӑнлӑ икӗ ҫын 1970 ҫулхи ҫулла Мускаври В. Маяковский музейӗнче паллашнӑ. Ун хыҫҫӑн тӗлпулусемпе уйрӑлусем, аякри тата инҫетри калаҫусем пӗрре кӑна мар пулнӑ. Ҫирӗп туслӑх никӗсӗнче — Петӗр Хусанкай, Атнер Петровичӑн ашшӗ, Геннадий Лисинӑн (ун чух вӑл Айхи хушма ятпа ҫӳремен) хреснашшӗ пулни те.
Базиль Кириллов // 2024.54.9016
2018.10.09 19:12 | |
Халлласа мар-и? Вырӑсларан куҫарнӑ чухне хӑвна юпа ҫумне кӑкарса хунӑ пӑру пек тыткалас марччӗ. Хреснашшӗ пирки вара ытлашши персе янӑ, |