Муркаш районӗнчи халӑх Китай ҫыннисем килнӗшӗн кӑмӑлсӑрланни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Ку ыйту федераци кӑларӑмне те кӑсӑклантарнӑ.
Аса илтерер: Эхветкасси ялӗ ҫывӑхӗнче Китай ҫыннисем сӗт савучӗ хута ярасшӑн. Юпасем лартма пуҫласан кӑна вырӑнти халӑх кун пирки пӗлнӗ. Халӗ унта карта та туса лартнӑ.
Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче муркашсен ыйтӑвне «Настоящее время» (чӑв. «Хальхи вӑхӑт») ҫутатнӑ. «Неизвестная Россия» автор проектӗнче Китай ҫыннисем чӑваш ҫӗрне ярса илни пирки видеорепортаж кӑтартнӑ.
Китай ҫыннисем савут кӑна мар, 500 ҫын вырнаҫмалӑх общежити те тӑвасшӑн-мӗн. Республика влаҫӗ ирӗк панӑ. Халӗ колхозӑн чи лайӑх 40 гектарӗ Китай ҫыннисен аллинче.
Муркашсен шухӑшӗпе, савут вӗсен сывлӑхне япӑх витӗм кӳрӗ. Ҫывӑхри ял ҫыннисем те савут строительствине хирӗҫ. Вырӑнти халӑх вӗсен шухӑшне ыйтмасӑрах ҫӗре ют ҫӗршыв ҫыннисене панӑшӑн кӑмӑлсӑр.
Ҫынсем ҫӑлсенчи шыв тасамарланасран хӑрать. Кашнин тенӗ пекех пахча, выльӑх-чӗрлӗх пур. Эхветкассисем парӑнасшӑн мар, вӗсем пӑшӑрхантаракан ыйтӑвӗ пирки Мускава та ҫырса пӗлтересшӗн.