Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ӗмӗр сакки сарлака

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Володя 20.02.2012 19:29 | 1653 хут пӑхнӑ

Ӑшӑ пӳртре, пӗр-пӗринпе шӑкӑл-шӑкӑл ларса калаҫнине мӗн ҫиттӗр-ши? Телейлӗн, пӗрне-пӗри ӑнланса пурӑннине мӗн ҫиттӗр ӗнтӗ. Ҫакӑн пек ҫемьесем Чӑваш Енре йышлӑрах пулсассӑн мӗнле паха пулӗччӗ, ҫапла мар-и, тӑванӑмӑрсем?

Ҫемье — этемлӗх тытӑмӗ, ҫынлӑх сӑпки, шанчӑклӑх тата тымарлӑх. Кашни ҫыншӑн ҫемье ҫавӑрни, ачан пӗремӗш утӑмӗ, халӑх ҫинче ӗретлӗ пулни мӗн тери пысӑк савӑнӑҫ пулнине пурте ӑнланатпӑр. Пӗрле алла-аллӑн 50 ҫул пурӑнса ирттерекеннисем вара ҫӗр ҫинче чӑн-чӑн телейлисемех ӗнтӗ. Ку пулӑма чӑваш яланах ӗлӗкренех халӑх ҫинче палӑртнӑ, халӗ те вӑл йӑлана пӑрахӑҫӑ кӑлармаҫҫӗ.

Акӑ кӑҫал та нарӑсӑн 17-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхинчи Тӑванкас халӑхӗ икӗ ҫемьен «ылтӑн туйне» уявларӗ. Лидия Николаевнӑпа Александр Михайлович Горбуновсен тата Ольга Ивановнӑпа Михаил Иванович Губановсен кил-йышӗсем вӑл кун мӗн чухлӗ чӗререн тухакан ӑшӑ сӑмах илтмерӗҫ пулӗ.

Ялти кану керменӗнче сӗтелсем кученеҫсемпе, хаклӑ парнесемпе йӑтӑнса анас евӗр сарӑлса ларчӗҫ. Ывӑлӗсемпе кинӗсем, хӗрӗсемпе кӗрӳшӗсем, йышлӑ мӑнукӗсем, ял халӑхӗ: пурте ҫирӗп сывлӑх, канлӗ те шанчӑклӑ ватлӑх сунчӗҫ. «Ылтӑн ҫемьесем» ҫут тӗнчене ахаль килмен, пурнӑҫа пушӑ ирттермен: ӗмӗрӗпе ӗҫлесе ҫӗршывӑмӑра усӑ панӑ, ача-пача ҫуратса пӑхса ӳстернӗ, ӗретлӗхе вӗрентсе тӳрӗ ҫул ҫине тӑратнӑ, пил панӑ.

#Ҫӗмӗрле районӗ, #Тӑванкас

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем