Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче пӗтӗм Раҫҫей Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунне паллӑ тӑвать. Ҫак пысӑк уява кашни хӑйне май кӗтсе илет. Пӗрисем тин ҫеҫ хӗсметре пулнӑ яшсемпе тӗлпулусем ирттереҫҫӗ, теприсем вӑрҫӑ ветеранӗсене хӑнана йыхравлаҫҫӗ, хӗсметере пӗрле пулнисем пӗр-пӗрне саламлаҫҫӗ, пӗрле пуҫтарӑнса иртнӗ кунсене аса илеҫҫӗ.
Хырхӗрри тӗп шкулӗнче уяв ячӗпе савӑнӑҫлӑ концерт пулса иртрӗ. Ӑна шкул ачисем вӗрентекенсем ертсе пынипе хатӗрленӗ. Шкулта хӑйне май йӑлана кӗнӗ: ҫулталӑкри кашни уява черетлӗн пӗр класс хатӗрлесе ертсе пырать. Хальхинче ҫак хисепе саккӑрмӗшсем тивӗҫрӗҫ. Вӗсем Н.К. Иванова класс ертӳҫипе килӗшсе сӑвӑсем хатӗрлерӗҫ, уяв сценарине сӳтсе яврӗҫ. Палӑртнӑ кун уроксем иртсенех пӗрремӗш-тӑххӑрмӗш классенче вӗренекенсем тата вӗрентекенсем савӑк кӑмӑлпа истори кабинетне пуҫтарӑнчӗҫ. Уява уҫса салтак тумне тӑхӑнна саккӑрмӗш класс ачисем тухса тӑчӗҫ. Ҫар тумтирӗ вӗсене ҫӳллӗрех те, кӗрнеклӗрех те кӑтартрӗ. Салам сӑмахӗсем хыҫҫӑн хӑйсен пултарулӑхӗпе кӗҫӗн классенче вӗренекенсем паллаштарчӗҫ. Ҫиҫсе тӑракан куҫсемпе вӗсем авалхи тата хальхи салтак юррисене шӑрантарчӗҫ, ҫав хушӑрах вӗсене инсценировкӑсемпе илемлетрӗҫ. Аслӑрах классенче вӗренекенсем те кӗҫӗннисенчен юлмарӗҫ. Хӑйсен юрри-сӑввине яр уҫҫӑн та чуна пырса тивмелле юрларӗҫ. Куракансем те вӗсенчен юласшӑн пулмарӗҫ, кашни юрра тенӗ пекех хавхаланса пӗрле юрларӗҫ. Юрӑ-кӗвӗ вӗрентекенӗ Р.Т. Морозова пултарулӑхӗ те яр уҫҫӑнах курӑнчӗ ҫакӑнта. Чӑн та, пӗтӗм чунне ачасене парса ӗҫлет ӑста педагог.
Ҫакна та каласа хӑвармалла. Пысӑк мар шкулсенче вӗренекен ачасем пӗрне-пӗри пӗр кил-йышри пекех ҫывӑх пӗлсе-палласа ҫитеҫҫӗ. Тен, ҫавӑнпа та пуль, ҫак уяври «сывлӑш» та калама ҫук ӑшӑ та кӑмӑллӑ пулчӗ.