Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫутҫанталӑк: Ҫынсем тӑкнӑ ҫӳп-ҫап куписем патне камерӑсем лартӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 12.10.2018 21:10 | 1534 хут пӑхнӑ
Ҫутҫанталӑк

Ҫитес ҫултанпа Шупашкарта ҫынсем тухса тӑкнӑ пысӑк ҫӳп-ҫап куписем тӗлне камерӑсем вырнаҫтарӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗн экологи управленийӗн инженер-экологӗ Леонид Силюков пӗлтернӗ.

Шупашкарта экологи мероприятийӗсем авӑнӑн 17-мӗшӗнче пуҫланнӑ, юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗччен иртӗҫ. Ку таранччен хулара ӑпӑр-тапӑрпа тултарнӑ 162 вырӑн тупнӑ. Ҫӳп-ҫап купи мӗншӗн нумайланнине ҫӳп-ҫап турттаракансене ытларах тӳлеме пуҫланипе ҫыхӑнтараҫҫӗ.

Экологсем ку кӗркунне кунашкал свалкӑсенчен хӑтӑласшӑн. Хӑш-пӗр ҫӗре машини-машинипе ҫӳп-ҫап тухса тӑкнӑ. Шӑпах ҫакнашкал вырӑнсене ҫитес ҫул видеокамерӑсем лартӗҫ. Хальлӗхе вӗсене Талвир, Киров урамӗсенче, аэропорт ҫывӑхӗнче лартма палӑртнӑ.

#ҫутҫанталӑк, #Шупашкар, #экологи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Станислав Убасси // 1940.38.5810
2018.10.15 14:04
Камерӑсене январьте кӑна лартаҫ. Лартсан та усси пулӗ-ши? Ҫӳп-ҫап куписем ҫӗнӗ вырӑнсенче "уҫӗлӗҫ" - ҫырмасенче, вӑрмансенче. Вӑрманта хурӑнсем ҫине ҫакатпӑр!..

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем