Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин тӗпчевҫисем «Мед-Клиник» тулли мар яваплӑ обществӑн ӗҫ-хӗлне тӗпчеҫҫӗ. Халӑха тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳрекен учреждени, пакунлисем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫынсене кредит илме хистенӗ. Укҫана хаклӑ сиплевшӗн ыйтнӑ тесе калаҫҫӗ.
Медицина клиникине кайса шар курнӑ пирки полицие темиҫе ҫын та пӗлтернӗ хыҫҫӑн тӗпчев пуҫланӑ. Пӑтӑрмаха Экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен управлени тӗпчет.
«Мед-Клиник» тулли мар яваплӑ обществӑн медпулӑшу кӳме лицензи те пулман теҫҫӗ. Клиника ӗҫченӗсем Чӑваш Енре пурӑнакансем патне, уйрӑмах вӑтам тата аслӑ ҫулсенчи хӗрарӑмсем патне, шӑнкӑравласа тӳлевсӗр диагностикӑна йыхравланӑ. Медицина пӗлӗвӗ ҫук ҫынсем клиентсене чир-чӗр тупса палӑртнӑҫи пулса хӑратнӑ, сипленме 60 пинтен пуҫласа 120 пин тенкӗ таран кредит илме хистенӗ.