Шупашкарта тепӗр нумай функциллӗ центр хута ярасшӑн. Ку халӑхшӑн питех те меллӗ пулӗ. Ара, халӗ унта чылай документа тума пулать вӗт.
Ҫӗнӗ центр Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче уҫӑлӗ. Халӗ унта юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Вӑл Эльгер урамӗнче 18-мӗш ҫуртра вырнаҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мои документы» ятлӑ нумай функциллӗ центр ҫынсене ҫитес ҫул йышӑнма пуҫлӗ.
Тепӗр центр хута кайни ытти центрӑн ӗҫне ҫӑмӑллатӗ. Пурте пӗлеҫҫӗ пуль ӗнтӗ: нумай функциллӗ центра ҫын йышлӑ ҫӳрет, хӑш чухне черет самай кӗтсе ларма тивет. Ҫӗнӗ центр уҫӑлни черетсене кӑштах та пулин кӗскетӗ ахӑртнех.