Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Турнирӑн тӗп парни Пучинке шкулӗнче юлчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
aleks-lyda51 22.02.2012 21:27 | 1774 хут пӑхнӑ

Нарӑсӑн 18-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта пневматикӑллӑ пӑшалтан тӗл перекенсен районти IX уҫӑ турнирӗ иртрӗ. Кӑҫал ӑна Совет салтакӗсене Афганистан ҫӗрӗнчен илсе тухнӑранпа 23 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫак ӑмӑртӑва пуҫласа йӗркелесе яраканӗ — 1987–89 ҫулсенче салтак-интернационалист тивӗҫне Афганистанра чыслӑн пурнӑҫланӑ Пучинкере ҫуралса ӳснӗ Валерий Михайлович Иванов.

Ку ӑмартӑва кӑҫалхипе 9-мӗш хут ирттерчӗҫ. Уяв пӗлтерӗшӗ ӳссех пырать¸ ӑмӑртӑва хушӑнакансем те кашни ҫулах ытларах та ытларах килеҫҫӗ. Кӑҫалхи ӑмӑртӑва 12 шкултан 15 ушкӑн хутшӑнчӗ¸ вӗсем хушшинче — Канаш районӗнчи Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов ячӗллӗ Янкӑлч шкулӗнчен килнӗ команда.

Ҫак кун уява отставкӑри генерал-лейтенант, Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов¸ унӑн шӑллӗ Александр Гаврилов подполковник¸ «Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем» офицерсен юлташлӑхӗ» регионти общество организацийӗн¸ Афганистан ветеранӗсен Союзӗн республикӑри тата районти уйрӑмӗсен представителӗсем килнӗ. Вӗсем ӑмӑртӑва хутшӑнакансене саламларӗҫ¸ ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Ӑмӑртусем хӗрӳ иртрӗҫ. Пучинке шкулӗ кӑҫал икӗ ушкӑн тӑратрӗ. 1-мӗш команда 3-мӗш вырӑна¸ Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов ячӗллӗ шкултан килнӗ команда 2-мӗш вырӑна¸ Пучикери 2-мӗш команда 1-мӗш вырӑна ҫӗнсе илчӗ.

Уйрӑм кӑтартусенче те пучинкесем палӑрчӗҫ: Максим Максимовпа Кристина Макосеева 1-мӗш вырӑнсене¸ Зулфия Эргашева 2-мӗш вырӑна тивӗҫрӗҫ. Ҫитӗннисем хушшинче те пучинкесем малта пулчӗҫ. Арҫынсем хушшинче 1-мӗш вырӑна Брагин Юрий Иванович¸ 2-мӗшне — Андрей Федоров тухрӗҫ. Хӗр ачасенчен Людмила Егорова — 1-мӗш¸ Зоя Кузьмина — 2-мӗш¸ Ирина Николаева — 3-мӗш вырӑн.

Ҫӗнтерӳҫӗсене медальсемпе дипломсем¸ хаклӑ парнесем парса чысларӗҫ. Турнирӑн тӗп парни — пневматикӑллӑ пӑшал — Пучинке шкулӗнче юлчӗ.

Шкулта ҫакӑн пек ӑмӑртусем ирттерни ҫитӗнекен ӑрӑвӑн патриот туйӑмне вӑйлатас тӗлӗшпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртмалла.

#шкулсем, #Янкӑлч, #Канаш районӗ, #Пучинке, #Йӗпреҫ районӗ, #ӑмӑртусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем