Паян Ҫӗнӗ Шупашкарти стройкӑсенчен пӗринче пысӑк инкек пулнӑ. Унта тӑпра ишӗлсе аннипе икӗ ҫын вилнӗ.
Стройкӑри инкек 10 сехетсенче пулса иртнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта нумай хваттерлӗ ҫурт тунӑ ҫӗрте 2 рабочи вилнӗ. Объект Семенов урамӗнчи 2-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ. Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство ӗҫне «Монолит Плюс» организаци пурнӑҫланӑ. Рабочисем ҫумӑр шывӗ юхса каймалли траншейӑна чавнӑ.
Инкек тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 216-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе тишкереҫҫӗ. Унта сӑмах строительство ӗҫне пуҫланӑ чух хӑрушсӑрлӑх правилине пӑхӑнманран икӗ ҫын вилни пирки пырать.
Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ӗнентернӗ тӑрӑх, инкек пирки республика Элтеперне пӗлтернӗ. Инкеке сӑлтавне вӑл Строймина, Ӗҫлев министерствине, Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацине тишкерме хушнӑ.