Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шкулсемпе клубсене ҫӗнетӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 24.02.2012 20:07 | 1612 хут пӑхнӑ
Йӗкӗрвар шкулӗ
Йӗкӗрвар шкулӗ

Ял тӑрӑхӗсенче ҫурт-йӗре комплекслӑ, пӗр вырӑнарах тӑвас тата вӗсене хӑтлӑлатас тӗлӗшпе пурнӑҫа кӗртекен пилот проект малалла тӑсӑлать. Нарӑс пуҫламӑшӗнче программӑна хутшӑнакан ял тӑрӑхӗсем тӑратнӑ хутсен пуххине Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министерствин комиссийӗ тишкернӗ, конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Вӗсем камсем-ха? Министерствӑн инвестици тата ялӑн социаллӑ аталанӑвӗн пайӗн ертӳҫи Светлана Александрова хуравлать.

— Ял администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, культура ҫурчӗпе шкул директорӗсем комисси йышӑнӑвне чӑтӑмсӑр кӗтрӗҫ. Мӗн пӗлтеретӗр?

— Кӑҫал конкурса мӗн пур районти 70 ял тӑрӑхӗ проект тӑратрӗ, — терӗ Светлана Михайловна. — Иртнӗ ҫулсенче комисси ӗҫне Экономика тата Ҫурт тӑвӑм министерствисене явӑҫтарнӑ. Хальхинче Ял хуҫалӑх министерстви кӑна йӗркелерӗ, мӗншӗн тесен малашне ялсенче ҫул тӑвасси ҫак проект картинче пулса пымӗ. Ӑна пурнӑҫламашкӑн Чӑваш Ен хыснинчен 55 млн тенкӗ уйӑрма пӑхнӑ. 35-шне вӗренӳ учрежденийӗсем, 20-шне культура ҫурчӗсем илӗҫ.

— Хӑш муниципалитетсен проекчӗ социаллӑ пурнӑҫпа экономика тӗллевӗсене тивӗҫтерет тесе пӗтӗмлетнӗ?

— Вӗренӳ объекчӗсен 18 ҫуртне тӗпрен ҫӗнетме палӑртнӑ. Ку йышра — Атрать (Улатӑр), Шӑнкӑртам (Патӑрьел), Ершепуҫ тата Пӑртас (Вӑрнар), Атнаш (Канаш), Тукай (Комсомольски), Красноармейски (Красноармейски), Атӑлҫум (Сӗнтӗрвӑрри), Юнкӑ (Муркаш), Анастасово тата Пӑрачкав (Пӑрачкав), Шӑхаль (Вӑрмар), Ҫырмапуҫ тата Йӗкӗрвар (Ҫӗрпӳ), Палтиел (Шӑмӑршӑ), Мӑн Улхаш (Ҫӗмӗрле), Етӗрне (Етӗрне), Аслӑ Елчӗк (Елчӗк) ял тӑрӑхӗсем.

— Культура учрежденийӗсен ҫурчӗсене тӗпрен юсама хӑшӗсене суйласа илнӗ?

— 17-шне: Атрать (Улатӑр), Пӑлапуҫ Пашьел (Патӑрьел), Ершепуҫ тата Пӑртас (Вӑрнар), Карӑклӑ тата Пайкилт (Канаш), Тукай (Комсомольски), Питӗркасси (Хӗрлӗ Чутай), Атӑлҫум (Сӗнтӗрвӑрри), Кавал тата Шӑхаль (Вӑрмар), Йӗкӗрвар (Ҫӗрпӳ), Тутаркасси тата Кӑшавӑш (Шупашкар), Юманай (Ҫӗмӗрле), Хучаш (Етӗрне), Элпуҫ (Тӑвай) ял тӑрӑхӗсенчине.

22 ял тӑрӑхӗн администрацийӗ министерствӑна конкурс положенийӗпе килӗшсе тӑракан проект ҫитернӗ, чи нумай балл пухнӑ.

Комисси пӗлтӗр Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри, Шӑмӑршӑ, Етӗрне районӗсем Вӗренӳ министерствинче ҫирӗплетнӗ килӗшӗве туллин пурнӑҫламаннине — шкулсене ҫӗнетме вырӑнти хӑй тытӑмлӑх хыснинчен укҫа кирлӗ чухлӗ уйӑрманнине — палӑртнӑ.

Юрий Михайлов калаҫнӑ

#клубсем, #ҫурт-йӗр, #шкулсем, #Йӗкӗрвар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем