Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Килӗшӳ туман — ҫӳп-ҫап пухаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 28.10.2018 15:33 | 1641 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Чӑваш Енре пурӑнакансем, ҫав шутра ял ҫыннисем те, йӑлари хытӑ каясшӑн малашне укҫа тӳлеме пуҫлӗҫ. Пӗр ҫын пуҫне 75 тенке яхӑн кӑларса хума тытӑнӑпӑр. Хулари е район центрӗсенчи хваттерсенче тӗпленнисем унччен те тӳленӗ-ха. Анчах ҫын пуҫне мар. Хваттер лаптӑкне кура.

Чӑваш Енӗн строительство министрӗ пулнӑ Владимир Михайлова ӗнер ӗҫрен хӑтарнине йӑлари хытӑ каяшсене турттарас енӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем республикӑра татӑлса пӗтменнипе сӑлтавлакансем те пур. Чӑваш парламенчӗн депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин пайташӗ Игорь Моляков каяша турттарасси ҫинчен ял ҫыннисемпе килӗшӳ туманнине палӑртнине «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат хыпарланинче тӗрӗсси пурах. Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗнче, сӑмахран, йӑлари хытӑ каяша турттарма пуҫланӑ. Вӑл тӑрӑхрисем каланӑ тӑрӑх, юпа уйӑхӗнче икӗ хутчен тиесе кайнӑ. Анчах килӗшӗве чылайӑшӗ алӑ пусман. Тӗрӗсрех каласан, алӑ пусма сӗнмен. Хӑшӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, килсерен 75 тенке яхӑн тӳлемелле. Апла пулсан ку ыйтӑва вырӑнсенче уҫӑмлатса пӗтерменни, чӑн та, сисӗнет.

#укҫа-тенкӗ, #тӳре-шара, #ҫӗнӗлӗхсем, #депутатсем, #ҫӗнӗлӗх, #ҫурт-йӗр, #коммуналлӑ хуҫалӑх, #Шупашкар районӗ, #Янӑш

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

леш хĕр ачи // 4116.34.0589
2018.10.30 09:02
Эпир ялта пурăнатпăр, çÿп-çап тăкмастпăр. Мĕн çунаканнине мунча хутсан лаçра шыв ăшăтма çунтаратпăр, тимĕре пуçтарса пыратпăр та, металлоломпа парса яратпăр. Кĕленче банкăсене çуса малалла усă куратпăр. Органика - тислĕк купи çине.
Мĕншĕн ман усă курман услугăшăн тÿлемелле?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем