Заводоуковск хула округӗнчи Першино ялӗнчи чӑваш юррин «Пике» ансамблӗ чӗрӗк ӗмӗр тултарнӑ. Кун пирки Тӗмен обоаҫӗнчи чӑвашсен ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова Фейсбукра пӗлтернӗ. Коллективӑн юбилейне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявланӑ.
Ансамбле кам ертсе пынине Ираида Маслова, шел те, асӑнман. Анчах ассоциаци ушкӑнпа туслине, ҫавӑншӑн савӑннине пӗлтернӗ.
Тӗмен облаҫӗнчи Заводоуковск — пысӑках мар хула. Вӑл Ук юханшывӗпе ҫуммӑн вырнаҫнӑ. Хула область центрӗнчен, Тӗментен — 100 километрта. Першино ялӗ
Заводоуковск хулинчен 25 километрта вырнаҫнӑ. 1749 ҫулта унта 6 кил ҫеҫ пулнӑ. Ултӑ килте 20 ҫын пурӑннӑ. Ҫавӑн чухне, сӑмах май, 15-рен пуҫласа 50 ҫулчченхи арҫынсене ҫеҫ шута илнӗ. Чӑвашсем унта мӗнле лекнине уҫӑ ҫӑлкуҫсенче тупма май килмерӗ.