Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать, ҫавна май хӑшӗ-пӗри чӑрӑш ӑҫта туянасси пирки те шутлама тытӑннӑ ахӑртнех. Чӑваш Енре уяв валли 328 чӑрӑш тата хыр касма палӑртнӑ. Ятарласа аукцион йӗркелӗҫ. Ӑна ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ирттерӗ.
Аукциона Улатӑр, Сӑнав, Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗсенчи йывӑҫсене тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ Улатӑр районӗнче 68 хыр тата 60 чӑрӑш (9993,25 тенкӗлӗх) хатӗрлӗ. Ҫӗмӗрле тата Сӑнав вӑрман хуҫалӑхӗсенче 100-шер чӑрӑш касӗҫ.
Аукционра ҫӗнтернисен ҫеҫ Ҫӗнӗ ҫул валли чӑрӑш хатӗрлеме ирӗк пулӗ. Кам хӑй тӗллӗн вӑрмана кайса чӑрӑш касать – ҫавна штраф кӗтет. Ахаль ҫынсен – 3-4 пин, должноҫри ҫынсен – 30-40 пин, юридици сӑпачӗсен 200-300 пин тенкӗ тӳлеме тивӗ. Икӗ е ытларах йывӑҫ каснӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарӗҫ.