Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пӗр каҫра виҫӗ уяв

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
lilicem 26.02.2012 20:12 | 1723 хут пӑхнӑ
«Илем» ансамбль юрлать
«Илем» ансамбль юрлать

Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти культура ҫуртӗнче пӗр каҫра виҫӗ уява паллӑ турӗҫ: Ҫӗршыва хӳтӗлекенсен кунне, Ҫӑварние тата кӑҫал Етӗрне районӗ 85 ҫул тултарнӑ ятпа иртттерекен «Ман тӑван кӗтес — ман хавхалану» фестивале. Лӑк тулли пухӑннӑ залти халӑха чи малтан Пӗрҫырланти ял тӑрӑх пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Наталья Степановапа Етӗрне районӗн хисеплӗ ҫынни Аркадий Айдак саламларӗҫ.

Унтан «Илем», «Сӑр ен» ансамбльсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Иван Любимовпа Юлия Еремкина ертсе пыракан асӑннӑ ансамбльсем уяв кӗрекине ҫулсерен илем кӳреҫҫӗ. Владислав Петров «Районӑм 85-ре» сӑввине хавхаланса вуласа пачӗ. Богдан Айдак илемлӗ сассипе курма килнисене тыткӑнларӗ. Глазковсем шӳтпе култарчӗҫ, Юлияпа Валентина Еремкинасем «Коммун юррипе» чуна тыткӑнларӗҫ. Анна Беззубова Инди ташшипе паллаштарчӗ. Номер хыҫҫӑн номер, кӑмӑл хыҫҫӑн кӑмӑл улшӑнса пычӗҫ, паллах, савӑнӑҫ парнелерӗҫ. «Колосок» ача сачӗн коллективӗ ятарласа чӑваш тумӗсем ҫӗлеттернӗ, ҫӗнӗ юрӑсем вӗреннӗ, вӗсене шӑрантарчӗ. Курма килнисем хушшинче парнесем выляттарни те, Ҫӑварни икерчипе сӑйлани те — уява пуянлатрӗҫ.

#Етӗрне районӗ, #Пӗрҫырлан, #Ҫӑварни, #уявсем, #фестивальсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем