«Заброшенные хутора: как пустеют воронежские деревни. Еланский» ятпа Раҫҫейӗн информацин агентствин Воронежри пайӗ тишкерӳллӗ статья пичетленӗ. Журналистсем регионти пӗтсе пыракан пӗчӗк ялсемпе паллаштаракан хӑйсен проекчӗн черетлӗ материалӗнче Еланский поселокпа паллаштарнӑ.
Еланский поселокра паян 15-е яхӑн ҫын пурӑнать иккен. Вӗсенчен чи асли — 78-та, ҫамрӑкраххи — 37-ри хӗрарӑм.
Тахҫан вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗ ура ҫинче ҫирӗп тӑнӑ. Вӑл аркансан ял ҫыннисем пысӑкрах ялсене е хуланалла тапса сикнӗ. Ял пушанса юлнӑ.
61 ҫулти Сергей Фроловпа 16 ҫул ӗнтӗ пӗр хуҫалӑх тытса пурӑнакан 57-ри Елена Соснова — Воронеж тӑрӑхне 33 ҫул каялла Чӑвашран куҫса кайнӑ. Иккӗшӗн те малтанхи мӑшӑрӗсенчен икшер ача. Елена ҫичӗ юта хӗр тусӗ кайнӑ хыҫҫӑн тухса кайнӑ. Вӗсем патне Чӑваш Енри тӑванӗсем час-часах пырса ҫӳреҫҫӗ иккен. Вӗсене чӑваш кукӑлӗпе хӑналаҫҫӗ. Ҫапла пӗлтернӗ ентешӗмӗр журналистсене.