Чӑваш Енри ачасем «Символы России. Литературные юбилеи» (чӑв. Раҫҫей элемӗсем. Литература юбилейӗсем) Раҫҫейри олимпиадӑра палӑрнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Кирилл Даниловпа Ҫӗнӗ Шупашкарти Ксения Мартьянова ӗҫӗсем пирӗн республикӑрисенчен чи лайӑххисен шутне кӗнӗ.
Раҫҫей Культура министерстви, А.М. Горький ячӗллӗ литература институчӗ, В.И. Даль ячӗллӗ Раҫҫей литературин историйӗ патшалӑх музейӗ, Раҫсейӗн ача-пӑча вулавӑшӗ йӗркеленӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗшӗн пирӗн патра Республикӑн ача-пӑча вулавӑшӗ яваплӑ пулнӑ. Ачасене ҫула кура икӗ категорипе пайланӑ: 7-10 тата 11-14 ҫултисене.
Малтан каланӑ йышра Степанов Даниил (Красноармейски районӗ), Пахинов Александр (Хӗрлӗ Чутай районӗ), Алексеева Елизавета (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), Александров Максим (Муркаш районӗ), Ефремова Ольга (Пӑрачкав районӗ), Матвеева Александра (Вӑрмар районӗ), Данилов Кирилл (Ҫӗрпӳ районӗ), Шепилова Екатерина (Шупашкар районӗ), Антипов Олег (Шӑмӑршӑ районӗ), Семенова Надежда (Ҫӗмӗрле районӗ), Тимофеева Виталия (Етӗрне районӗ), Муратова Екатерина (Елчӗк районӗ), Николаева Анна (Тӑвай районӗ), Павлова Виктория (Канаш хули), Копанева Мария (Ҫӗнӗ Шупашкар), Николаева Евгения (Шупашкар) палӑрнӑ.
11-14 ҫулсенчисенчен Тараканова Наталья (Улатӑр район), Григорьева Карина (Элӗк районӗ), Шайманов Александр (Патӑрьел районӗ), Иванова Екатерина (Йӗпреҫ районӗ), Дмитриева Карина (Канаш районӗ), Семенова Анастасия (Куславкка районӗ), Анисимова Диана (Комсомольски районӗ), Андреева Анна (Красноармейски районӗ), Михопарова Диана (Хӗрлӗ Чутай районӗ), Савельева Екатерина (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), Михайлова Дарья (Муркаш районӗ), Ермолаева Екатерина (Пӑрачкав районӗ), Павлова Мария (Вӑрмар районӗ), Почтов Роман (Ҫӗрпӳ районӗ), Павлова Татьяна (Шупашкар районӗ), Прохорова Мария (Шӑмӑршӑ районӗ), Кузьмина Яна (Ҫӗмӗрле районӗ), Петрова Юлия (Етӗрне районӗ), Шуйкова Анита (Елчӗк районӗ), Петрова Екатерина (Тӑвай районӗ), Михайлова Ксения (Канаш хули), Мартьянова Ксения (Ҫӗнӗ Шупашкар), Мотов Никита (Ҫӗмӗрле), Лукянова Светлана (Шупашкар).