Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче транспорт реформи вӑя кӗнӗ май Шупашкарти ҫулсем ҫине ҫӗнӗ автобуссем тухнӑ. Эппин, ҫынсем валли ваканси те пур. Анчах Шупашкарти водительсем ӗҫлесшӗн мар-мӗн. Ӗҫ укҫи те сахал мар пек: 25-30 пин тенкӗ шалу пама шантараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ автобуссем маршрутсем ҫине тухнӑ май перевозчикӑн пӑтӑрмах сиксе тухнӑ: тата тепӗр 150 водителе ӗҫе илмелле. Шупашкарти ҫынсем вара килесшӗн мар. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтерет.
Водительсем ҫитменнипе перевозчик ҫынсене Волгоградран илсе килнӗ. Анчах ют хулари ҫынсем Шупашкара лайӑх пӗлмеҫҫӗ. Автобуспа кирлӗ ҫӗре ҫитме май пуррипе ҫуккине хӑш-пӗр пассажир водительсен ыйтать-ҫке-ха, анчах Волгоградри ҫынсем ҫак ыйтӑва хуравлаймаҫҫӗ.
Халӗ вара ку ыйтӑва паракан, ахӑртнех, нумай, мӗншӗн тесен чылай транспортӑн маршрутне улӑштарнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ куншӑн каҫару ыйтать, ку ҫитменлӗх вӑхӑтлӑха кӑна тесе шантарать.
Микулай Павловски // 3534.8.8010
2018.12.03 13:39 | |
Тӗлӗнмелле! Мускава, ытти ҫӗре, шӑшлӑ хваттерсенче пурӑнкаласа, пробкӑсенче кунӗпе тӑрса, укҫа ӗҫлесе илме ҫӳрекен водительсем тӑван, тӑнӑҫлӑ Шупашкарта 25-30 пиншӗн ӗҫлешшӗн мар, иккен... Камтӑр йӑлт пӑтратса, кантрисене хӑй ҫине туртса, пурне те ташлаттарса тӑрать, бойкот пекки те туйӑнать. Питӗ пысӑк укҫа кӗсъене юхма чарӑннӑ пулас... | |
Agabazar // 3820.46.5012
2018.12.05 19:41 | |
Суяҫҫӗ, тем тесен те суяҫҫӗ. Юри таҫтан аякран илсе килеҫҫӗ штрейкбрехер пеккисене. Чӑвашсене тӑван ҫӗртен пистерсе тӗнче тӑрӑх салатса пӗтересшӗн теме пулать. "Свято место пусто не бывает" тенешкел, кунта вара варягсем килсе тулаҫҫӗ. Питӗ ансат. Волгоградран чӗнсе килекен шохвӗрсем ниепле те "йӳнӗ" пулма пултараймаҫҫӗ вырӑнтисемпе танлаштарсан. | |
Agabazar // 1844.46.5294
2018.12.06 07:04 | |
Пире чӑваш республикинче "ытлашши нумай" халӑх пурӑнать тесе халлап ҫапаҫҫӗ вӗт. Хӑшпӗр сайтсенче варяг-водительсем пирки "Петербургран" тенӗ. Чӑннипе вара ӑҫтан? |