Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Тутар чӑвашӗсем «Раҫҫей чӑваш пикине» кӳреннӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 03.12.2018 21:14 | 2337 хут пӑхнӑ
Культура

Тутарстанри чӑвашсем «Раҫҫей чӑваш пики» конкурса кӳреннӗ. Кун пирки асӑннӑ регионти чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Константин Малышев пӗлтернӗ. «Тутарстанри чӑваш пики» конкурсӑн дирекцийӗн делегацийӗ конкурсран кӳренсе тухса кайнӑ. Ӑмӑртӑва килес ҫул та хальхиллех ирттерсен килмессине систернӗ.

Конкурса ҫӗршывӑн виҫӗ регионӗнчен: Чӑваш Енрен, Тутарстанран тата Тӗмен облаҫӗнчен — ҫеҫ хутшӑннӑ иккен. Чӑваш Енрен вара кашни районтан явӑҫтарнӑ. Апла пулсан «Чӑваш Енӗн чӑваш пики» темелле пулман-ши? Ҫак ыйту тавра пуҫ ватать «Сувар» хаҫат.

Кӳршӗллӗ регионти йӑхташӑмӑрсене конкурсра Чӑваш Енри хӗрсен ҫеҫ мала тухма шанчӑк пур пек туйӑннӑ. Тутарстанри пикене «Ӑслӑ чӑваш пики» номинацире палӑртнӑ.

#культура, #чӑвашлӑх, #конкурссем, #Тутарстан, #Тӗмен облаҫӗ, #МИХсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-78974186_2214
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

виспурт ачи // 3573.01.6273
2018.12.04 11:23
Йалантармалла мар , конкурса йеркелесе ирттернешен наци конгресне тав тумалла .Килес сул Тутарстантан та , Пушкартран та . ытти сертен те херсем ытларах хутшанччар тесен конкурс пелтерешне Рассей шайне секлемелле .
Пĕр хĕрарăм // 3546.24.1582
2018.12.04 15:38
ШАНТАРНĂ ПАРНЕ ХУÇИ ПАТНЕ ПАЯНХИ КУН ТА ÇИТМЕН
«Раççей Чăваш пикинче» сцена çинче панă парне те чăн-чăн мар иккен. 2016 çулта «Раççей Чăваш пикин» çӗнтерӳçине Ксения Романовăна сцена çинче 30 пин тенклӗх сертификат тыттарчӗç, анчах укçи пике патне паянхи кун та çитмен. Ксения Романова акă ӗнтӗ икӗ çул Чăваш Конгресне çак ыйтупа шăнкăравлать, анчах кашнинче шантарнине кăна илтет
Тутарстан чăвашĕ // 1234-4450
2018.12.09 14:45
Вырăс майрисем - тутарстан чăвашĕсем а не тутар

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем