Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ним туймасӑрах вӑрӑ юнашар урампа хыпаланмасӑр утса пынӑ иккен.

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Володя 09.03.2012 12:24 | 1835 хут пӑхнӑ

Вӑрӑ-хурахсем хула урамӗсенче сахалрах алхасчӗр тесе Раҫҫей хулисенче полицайсене хӑвӑртрах йыхӑрмалли мелсен йышӗ ӳссех пырать иккен.

Ак Ҫӗмӗрле хулинче ҫакӑн евӗр темиҫе вырӑн туса лартнӑ теҫҫӗ. Ку вырӑнсене «Кӑвак ҫутӑ» тесе ят панӑ. Вырӑсла «Маячок безопасности» ятлӑ вӗсем. Ытти хуласене илсен, полицайсене хӑвӑрт чӗнсе илмелли вырӑнсене ҫырса ҫеҫ палӑртнӑ пулсан ҫӗмӗрлесем кашни вырӑна кӑвак ҫутӑпа капӑрлатнӑ.

Хӑрушлӑхсӑр ҫуттисене вӑрӑ-хурах аллине лекнӗ ҫынна хӑвӑртрах пулӑшма йӗркеленӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑрӑ-хурахӗ те хайӗн киревсӗр ӗҫне хӑрамасӑрах тума ан пултартӑр, хӑратӑр, пытантӑр.

Чӑваш Енре пӗтӗмпе 2600 «хӑрушлӑхсӑр ҫутӑ» лартма палартнӑ тет: Шупашкарта — 90, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 43, Канашра — 58, Улатӑрта — 13, Ҫӗрпӳре — 5, Ҫӗмӗрлере — 10. Кӑвак тӗспе ҫутатса тӑраканнисем вара паянхи куна 216 кӑна-ха. Ҫак ӗҫе уйрӑм усламҫӑсем те йышлӑн хутшанаҫҫӗ имӗш, хӑйӗн пурлӑхне кашнин упраса хӑварас килет-ҫке.

«Хӑрушлӑхсӑр ҫуттине» Чӑваш Енре 2011 ҫултанпа вырнаҫтарма тытӑннӑ хыҫҫӑн вӗсен уссине туйса илме те ӗлкӗрчӗҫ ӗнтӗ. Кӑҫалхи ҫулталӑк пусламӗшӗнче, сӑмахран, Шупашкарта икӗ телефон вӑррине ярса илме май килнӗ — паллах, полиции ӗҫченӗсем вӑхӑтра ҫитнине пула. Вӑрӑ, иккен, ним туймасӑр юнашар урампа утса пынӑ, полицайсем хӑвӑрт ҫитессе шутламан та.

#пӑтӑрмахсем, #йӗрке, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Канаш, #Улатӑр, #Ҫӗмӗрле

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем