Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑваш поэзийӗн центрне уҫнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 15.12.2018 20:22 | 1640 хут пӑхнӑ
Культура

Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче Чӑваш поэзийӗн центрне уҫнӑ. Кун пирки культура учрежденийӗн ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ.

Чӑваш поэзийӗн центрне йӗркелеме Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ Арсений Тарасов сӗннӗ. Ун шухӑшне ырласа Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн ытти лауреачӗ: Юрий Сементер, Раиса Сарпи, Николай Ишентей —

пухӑннӑ. Поэтсемпе тӗл пулма И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультечӗн 1-мӗш курс студенчӗсем аслӑ шкул ӗҫченӗсем Екатерина Якимова, Людмила Васильева ертсе пынипе пухӑннӑ.

«Ман ҫине пырса юрӑ юрласа кӑтартӑр, сӑвӑ вуласа» поэзипе музыка каҫне Ҫеҫпӗл Мишшин «Эп вилсен...» сӑввине халалланӑ.

Поэтсене Арсений Тарасов ӳлӗмрен уйӑхра пӗрре пухӑнма сӗннӗ. Унта вӗсем чӑваш поэчӗсен ҫӗнӗ хайлавӗсене вӗсене пичетличчен уҫҫӑн сӳтсе явӗҫ.

#культура, #музейсем, #поэтсем, #Шупашкар, #ЧПУ, #ҫамрӑксем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Ялтан // 9259.3.8429
2018.12.20 12:01
Юрлама "фольк .ушкăнĕсем" туса панипе пĕрех . Ваттисене "хисеп", ан шарлаччăр чĕлхе ыйтусем пирки. Кĕнеке кăларма пулăшчăр кăна-пурнăçра урăх тĕллев çук ? Пĕрисене Академи кирлĕ,теприсене кĕнеке кăларни . Чăннипе каласан питĕ кĕске теллевсем тата шухăшсем. Совет саманинче ятарласа хатĕрленисем ,халĕ тин ,халăха валли аталанмалли тата çĕкленмелли нимĕн те тумаççĕ. Темле вăйсăр пулма хатĕрленĕ вĕсене.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем