Кӑҫал Раҫҫейпе Франци хушшинче пулса иртнӗ вӑрҫӑранпа 200 ҫул ҫитет ӗнтӗ. Вӑл историе Тӑван Ҫӗршывӑн Пӗрремӗш Аслӑ вӑрҫи ятпа кӗнӗ. Кунта чӑваш халӑхӗн ывӑлӗсем те йышлӑн хутшӑннӑ иккен. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем ҫинчен халӗ Чӑваш Ен патшалӑх архивӗнче тупса вулама пулать. Ҫак вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тӗлӗнмелли те нумай пулнӑ имӗш. Наполеон, Франци патши, Раҫҫее хӑвӑртрах ҫапса аркатас шухӑшпа темиҫе миллион вырӑс укҫи пичетлесе хуласем тӑрӑх салатнӑ иккен — укҫа вӑйне чакарма. Ку кӑна мар, вӑл хушнипе ялсем тӑрӑх хреҫченсене ҫӗр улпучӗсен пусмӑрӗнчен ирӗке кӑларӑп, ҫӗр валеҫӗп тесе те калаттарнӑ пулнӑ. Вӑрҫӑра ку мелпе усӑ кураканни Наполеонччен историре пулманни пирки асӑнас пулать.
Тӗлӗнмелли ҫак вӑрҫӑра сахал мар пулнӑ. Вӗреннӗ ҫынсем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, 18-19-мӗш ӗмӗрсенче Раҫҫей Европа шутне кӗрес тесе нумай утӑмсем тунӑ, ку шутрах — дворянсем урӑх чӗлхепе калаҫни тата урӑх халӑх тумӗпе ҫӳрени те. 1812-мӗш ҫулхи вӑрҫӑра Раҫҫей ҫар офицерӗсем хӑйсем хушшинче пайтах хрантсус чӗлхипе калаҫнӑ имӗш. Хусамӑрах ӑнланатӑр ӗнтӗ, ҫапӑҫу хирӗнче, ҫӗрле икӗ офицер чӗлӗм туртма, е тула кайма тухни те пулать. Калаҫу вара вӗсен ют чӗлхепе пулнӑ. Сыхӑра ларакан вырӑс салтакӗ «тӑшман сассине» илтсе ҫапла май пӑшалтан кӗрслеттернӗ тет. Чӑн та, шутласа тӑма вӑхӑт ҫук: е эсӗ, е сана. Ҫак вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫакнашкал элчелсӗр (синкерлӗ) вилӗм пирки ҫырса хӑварнӑ хут нумай юлнӑ иккен.